Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Беккер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗр ватӑшӑн пӑшӑрханать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Антонина Родионова ҫурчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пушарта шар курнӑ. 2012 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑх тесе Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Лазо урамӗнчи 82-мӗш ҫуртра пӳлӗм панӑ. Фронтовик хӗрӗн пурӑнмашкӑн урӑх кӗтес ҫук.
Депутатран хӗрарӑм 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех пулӑшу ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн Сергей Беккер район прокурорӗ Владимир Соловьёв ячӗпе ыйту ҫырнӑ. Надзор органӗнчен кинемей пӳлӗмӗ хӑтлӑ, унта ҫутӑ, сивӗ шыв пур, пӳрте хутса тӑраҫҫӗ тесе хуравланӑ.
Анчах пенсионер пӳлӗмре пурӑнма май ҫуккине паян та ӗнентерет иккен. Антонина Николаевна каланӑ тӑрӑх, чӳречесемпе алӑксене хаҫат чикет.
Район прокуратуринче хӗрарӑма район администрацийӗнче хваттер черетне тӑма сӗннӗ. Хӗрарӑм вара хӗл мӗнле каҫмаллинчен шикленет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ялӗнчи шкулта ӑс пухакан ачасен ашшӗ-амӑшӗ «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Шкулта юсав ӗҫӗсем пынӑ май авӑн уйӑхӗнче ачасен ача пахчинче вӗренме тивнӗ. Юсав вӗҫленменнине кура шӑпӑрлансене юпа уйӑхӗнчех кӗрхи каникула янӑ.
«Ачасем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каникул хыҫҫӑн шкула пӗрремӗш кун кайрӗҫ. Унта питӗ сивӗ, ҫавӑнпа вӗсем парта хушшине курткӑпах, калпакпах ларнӑ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ ашшӗ-амӑшӗ.
Шкул директорӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, шкулта юпан 14-мӗшӗнче каҫхине ӑшӑ янӑ, тепӗр кун валли ҫурт ӑшӑнса ҫитеймен. Ертӳҫӗ санэпидемстанци тата прокуратура шкулта йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупманни пирки те каласа хӑварнӑ.
1996 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Губанов пӗлӗшӗ патне пулла кайса ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килтен вӑл 12 сехетре тухса кайнӑ.
Ҫамрӑка юлашки хут Мӑн Ҫавал хӗрринче курнӑ.
Ҫывӑх ҫынни киле килментен унӑн тӑванӗсем сисчӗвленсе ӳкнӗ. Унӑн телефонӗ те сас паман. Шикленнипе йӗрке хуралҫисене систернӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин специалисчӗсем шырав ӗҫне пуҫӑннӑ.
170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫутӑ ҫӳҫлӗ каччӑна паян тупнӑ. Шел те, виллине.
Сӗнтӗрвӑрри район каччин виллине асӑрханӑ вырӑна тӗпчевҫӗсем тухса кайнӑ. Вӗсем пӑтӑрмахӑн сӑлтавне палӑртма тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк епле вилнине пакунлисем каярах тӗплӗн татса калӗҫ.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та чӑн чӑвашла пурӑнаҫҫӗ Антоновсем», — тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева паян тӗнче тетелӗнче.
Тӗмен хулинче пурӑнакан чӑваш ачи Сергей Антонов тӗнче шайӗнче иртекен «Ҫӗпӗр ҫӑлкуҫӗсем» фестивальте пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн амӑшӗ, Ольга Николаевна, — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, ашшӗ, Сергей Константинович, — Йӗпреҫ районӗнчен иккен.
Сакӑр ҫулти вӗсен ывӑлӗ мӗн ҫуралнӑранпах тенӗ пек Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ ирттерекен мероприятисене хутшӑннӑ. Йӑмӑкӗпе Кирӑпа иккӗшӗ те юрлаҫҫӗ. Каникулта асламӑшӗпе аслашшӗ тата кукамӑшӗ патӗнче каннӑран чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлет, чӑвашла юрлать.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та, чӑн чӑваш пулса ҫитӗнтереҫҫӗ ачисене Антоновсем», — хавхаланса пӗлтерет вӗсем ҫинчен Зоя Яковлева.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑнкасси ялӗнче ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ ятпа «Кушар» уявне ирттересси йӑлара. Кӑҫал чӑнкассисем ҫӗртмен 19-мӗшӗнче уява пухӑннӑ.
Ял ҫыннисем яланхи пекех Мукачу урамӗнче пуҫтарӑннӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников уҫнӑ. Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.Васильев та тухса сӑмах каланӑ.
Чӑнкассисене саламлама депутатсем, ытти тӑрӑхри ҫынсем те килнӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн ялти чи хастар ҫынсене чысланӑ. Ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑшӑн Баринов В.П., Давыдов С.М., Трофименко Р.Я., Павлова Л.А., Сотникова Д.В., Сотникова Л.М, Федоров А.Г. наградӑна тивӗҫнӗ.
Уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ. Ҫавӑнтах волейболла вылянӑ. Кайрикас тата Мукачу урамӗсен командисем тупӑшнӑ. Уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |